День чувашской письменности

   Паян пирĕн республикăра - Чăваш чĕлхи кунĕ. Ку кун чăвашсене çутта кăларнă сумлă педагогăн И. Я.Яковлев (1848-1930) ячĕпе тачă çыхăнса тăрать. Вăл уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ (1868) пирĕн халăхшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. И.Я.Яковлев çамрăклах чăваш халăхне çутта кăларассишĕн тăрăшнă. Вăл шкулсем уçнă, чăвашсен пĕрремĕш алфавитне тунă, « Чăваш букварьне» кăларнă,букварь валли хăех калавсем те çырнă.
Çак куна халалласа 2 – мĕш класра вĕренекенсем Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне каласа хăварнă халалсемпе паллашрĕç тата унăн калавĕсене аса илчĕç( «Кулачă», « Лаша шырани», « Кахалпа юлхав», «Эпĕ сехет çĕмĕрни»). Иван Яковлевич Яковлев хăйĕн калавĕсенче ачасен пурнăçне, вĕсемпе пулса иртнĕ ĕçсене çырса кăтартнă. Чылайăшне вăл вĕрентсе каланипе е ваттисен сăмахĕсемпе вĕçленĕ. Хăйĕн халалĕнче вăл ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме, пĕр – пĕрне пулăшма калать. Паян вĕренекенсем Иван Яковлевич Яковлев çинчен тата нумайрах пĕлчĕç, вăл вĕрентсе каланă сăмахсене яланах асра тытма пулчĕç.