Усăллă семинар

Чӳкĕн 8-10-мĕшĕсенче Шупашкар районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Кӳкеçри 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта семинара пуçтарăнчĕç. Ăна ертсе пыраканĕ Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн доценчĕ Надежда Григорьевна Иванова пулчĕ.

Семинар «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен информаципе коммуникаци компетентноçне ӳстермелли майсемпе меслетсем» темăпа иртрĕ.

Вĕрентекенсем «Чăваш литературипе урок парасси: хаклав критерисем, вĕсене шута илесси», «Тулли урок конспектне çырасси, харпăр хăй урокне тишкересси», «Презентацисем, вĕсен тĕсĕсем. Презентаци материалĕсене йĕркелемелли критерисем», «Урока презентацилесе тишкересси», «Учительсем проект ĕçне тунă май алла илмелли ăслайсем», «Шкул ачисем çыракан ăслав сочиненине проектлама вĕрентесси» темăсемпе лекцисем итлерĕç, практика ĕçĕсем турĕç. Семинар тухăçлă иртрĕ. Вĕрентекенсем кăмăллă пулчĕç. Çакăн пек семинар йĕркеленĕшĕн вĕсем вĕренӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедринче ĕçлекенсене тав сăмахĕ калаççĕ. Пир.н шкултан =ак .=е Кондратьева Надежда Николаевна та хутшёнч.?