Эпир Апаш тăрăхĕнчен!
Пирĕн шкулта вĕренекенсем чăннипех те телейлĕ ачасем. Мĕнле паллă та чаплă вырăнта пурăнаççĕ вĕсем. Мĕнпе паллă – ха Апаш тăрăхĕ, мĕншĕн кунта такам та килсе çӳрет – ха? Çак тата ытти ыйтусем çине хурав тупас тесе виççĕмĕш класра вĕренекен ачасем паян Апаш клуб - музейне çитсе курчĕç. Музее йĕркелесе яраканĕ – тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Ольга Андрияновна Ерилеева. « Кăнтăр апачĕ хыççăн музей уçас вăхăт çитрĕ. Чун –кăмăл хумханма тытăнчĕ. Сан ăсу – пуçупа, хăв тăрăшнипе тунă ĕç–пуç ыттисене килĕшĕ – ши?» - тесе аса илет Ольга Андрияновна «Юратнă Апаш ен» кĕнекере. Музейра тĕрлĕ экспонатсем нумай пуçтарăннă. Ачасем ĕлĕк çак тăрăхра усă курнă япаласене курса тĕлĕнчĕç: пир тĕртмелли станок, авалхи çи –пуç тата ытти те. Апаш тăрăхĕнчи чи паллă çынсемпе те паллашрĕç. Вĕсенчен пĕри – Сергеев Борис Сергеевич художник. Ниçта вĕренсе тухман çын çавăн пек чаплă укерчĕксем туни ачасене хавхалантарчĕ. Симакова Мария Васильевна тĕрĕçĕ çинчен те ачасем тимлĕ итлерĕç. 2003-мĕш çулхи çу уйăхĕн 26 – мĕшĕ Апаш ял халахĕшĕн паллă кун пулса юлнине те пĕлчĕç ачасем. Çак кун Апашра икĕ палăк уçăлнă. Вĕсем Апаш культурине – тĕнче культурине чысласа çĕкленнĕ палăксем. Çак куна Апаш ялĕн кунĕ тесе палăртнă. «Тавах сире, Светлана Владимировна, питĕ интереслĕ каласа панăшăн» - тесе, савăнса та, тĕлĕнсе те, хавхаланса тухрĕç ачасем Апаш клуб – музейĕнчен.