Савăнăçлисемпе пултаруллисен конкурсĕ

      8-мĕш класра вĕренекенсен хушшинче савăнăçлисемпе пултаруллисен ăмăртăвĕ пулса иртрĕ.

     Жюри ачасем чĕлхепе литературăна пĕлнине çеç маар, вĕсен пултаруллăхне те хакларĕ. Тĕрлĕ ĕç турĕç вĕренекенсем: анаграммăсем тупрĕç, ваттисен сăмахĕсем тăрăх ÿкерчĕксем ăсталарĕç, вăйăсем вылярĕç, фразеологизмсемпе ĕçлерĕç, пĕр-ĕрне ыйтусем пачĕç, куçару ĕççсем ирттерчĕç. Куракансем те ахаль лармарĕç: шÿтлĕ ыйтусен хуравĕсене, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç.

     Тăван чĕлхе – пуян та интереслĕ, пĕлмелли нумай.