«Чăвашсен ку тарана çити упраннă пуянлăхĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ вăл – чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ»
И. Я. Яковлев
Паян пирĕн республикăра - Чăваш чĕлхи кунĕ. Ку кун чăвашсене çутта кăларнă сумлă педагогăн И. Я.Яковлев (1848-1930) ячĕпе тачă çыхăнса тăрать. Вăл уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ (1868) пирĕн халăхшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. И.Я.Яковлев çамрăклах чăваш халăхне çутта кăларассишĕн тăрăшнă. Вăл шкулсем уçнă, чăвашсен пĕрремĕш алфавитне тунă, « Чăваш букварьне» кăларнă, букварь валли хăех калавсем те çырнă.
Çак куна халалласа 3– мĕш класра вĕренекенсем Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне каласа хăварнă халалсемпе паллашрĕç Хăйĕн халалĕсенче вăл ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме, пĕр – пĕрне пулăшма калать. Паян вĕренекенсем Иван Яковлевич Яковлев çинчен тата нумайрах пĕлчĕç, вăл вĕрентсе каланă сăмахсене яланах асра тытма пулчĕç
Шкулта вĕренекенĕн мĕн асра тытмалла.
Вĕрентекен пур чухне вĕренсе юл.
Усал ĕçрен кăна мар, усал сăмахран та сыхлан.
Ват çынсене те ырă ту, хăв тантăшусемпе те кăмăллă та уçă пул.
Кăмăлупа аçуна мухта, аннӳ санпа йывăр курнине ан ман. Ху вĕсенчен çуралнине асра тыт, вĕсем сана çуратнине мĕн туса тавăрăн? Санран аçу, аннӳ ырлăх курса тăччăр.
Хăв çынна усал ан ту, сана та усал тивмĕ.
Хутла вĕренме тытăнакана.
Кĕнекене алла тытсан малтанах шухăшласа пăх: « Мĕн калать – ши ку кĕнеке? Мĕн çĕнни пур – ши?» - те. Кĕнеке вăл юлташпа пĕрех. Ăна питĕ тимлесе вула. Ăслă çыннăн сăмахĕ еплерех тутлă, ырă кĕнекен сăмахĕ те çавăн пекех.
Ăслă çынпа пĕрле яланах тăраймастăн, кĕнекене вара хăв патăнта усрама май пур. Кĕнекене темиçе хут вуласа тухма, ăнланманнине тарăнрах ăнланма пулать.
Пăркаланса, çапăçса ан çӳре, тӳрĕ çӳре.
Урамра çынна тĕл пулсан сăмах хушмасăр иртсе ан кай. Аçу – аннӳ çук çĕрте ан иртĕх. Намăссăр çынсем хушшинче ан тăр, вĕсем пек тирпейсĕр, нĕрсĕр калаçма ан вĕрен. Ун пек çĕртен тар.
Килте ĕçсĕр лариччен урама тухса выляса çӳре.Аллуна пуртă, çĕçĕ тытма пуçласан кирлĕ япала тума хăтлан. Матанлăха начар тусан та аллу вĕренсе пырĕ. Начаррине тума пĕлсессĕн аваннине те тăвăн.
Тумтире тирпейлĕ тыт: ан çур, çурăк пулсан çĕлесе хур, шăтăк пулсан сапла. Хăв япалуна ху тӳрлетме ан вăтан – вăл хурлăх ĕç мар.
Çын ĕçне ан хурла, хурланинчен мухтани аванрах.
Чăвашсен пĕрремĕш букварĕнчен,1872 çул