Вăйă картинче

     Кашни халăхăн юратнă вăййисем пур. Вĕсенче халăхăн кун - çулĕ, пурнăç йĕрки, кăмăл - туйăмĕ  сăнланнă. Ака уйăхĕн 26 – мĕшĕнче Апаш шкулĕнче вĕренекен иккĕмĕш класс ачисем вăйă картине тăчĕç. Чи малтан учитель вĕсене вылянă чухне усă куракан шут хайлавĕсене тата шăпа сăввисене аса илтерчĕ, вара вăйă пуçланчĕ. Иккĕмĕш класра вĕренекенсем чăваш ачи – пăчи вылякан вăйăсемпе паллашрĕç. Ачасем «Кăшманла», «Ҫерем ватса вир акрăм», «Кăт - кĕтесле», «Патакла», «Краскăлла», «Ҫĕрĕ валеçмелле» вылярĕç.Ытларах вĕсене «Ҫерем ватса вир акрăм», «Ҫĕрĕ валеçмелле» тата «Кăт - кĕтесле» выляма килĕшрĕ.