И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕ Раççей историйĕн çулталăкне халалланă «Мĕн-ши вăл Тăван çĕршыв?» пултарулăх конкурсне пĕтĕмлетрĕ. Конкурса хулари тата ялти шкулсенчен пурĕ 82 çамрăк хутшăнчĕ. Жюри членĕсем ĕçсене пысăка хурса хакларĕç. Пирĕн шкулти 11-мĕш класра вĕренекен Майкова Мария конкурсра 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Саламлатпăр! |