Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади иртрĕ

   Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш республикин  вĕренÿ институчĕ 2016 çулхи раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче чăваш чĕлхи, литератури тата культурипе «Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади» ирттерчĕç. Олимпиадăна Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче 7–9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Олимпиадăн тĕллевĕсемпе задачисем çаксем пулчĕç:

– чăваш чĕлхине тата литературине вĕреннин пĕлтерĕшне ÿстересси;

–вĕренекен ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарасси;

– шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе тĕпчев ĕçне явăçтарасси;

– интернет технологийĕсемпе вĕренÿре усă курас хăнăхăва малалла аталантарасси.

 Апашри вăтам шкул ачисем хаваспах олимпиадăн ĕçĕсене пурнăçларĕç. Олимпиадăн йĕркисене пăхăнса пыма вара ачасене Александрова Алина Анатольевна, ачасен вĕрентекенĕ, тата Гришина Мария Александровна, пирĕн шкулта педагогика практикине тухакан студентка, пулăшрĕç.