Чӑваш чӗлхине пӗлнине тӗрӗслес тĕллевпе паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 13 сехетре Чăваш наци радиоэфирĕнче вуланă диктанта çырас ĕçе Апашри вăтам шкулта вĕренекенсем хастарлă хутшăнчĕç. Г.Волков çырнă тарăн пĕлтерĕшлĕ «Ăслă ача» калав ачасене диктант çырма, тимлĕ итлеме хавхалантарса пычĕ. Нумаях пулмасть 9-мĕш класра вĕренекенсем çак калав тăрăх шкул сцени çинче выляса кăтартни те асăма килчĕ.
Мĕнех, диктант çырма хутшăннисене пурне те тав тăватпăр, вĕренӳре çĕнĕ çитĕнӳсем туса пымаллах пултăр!