Парăнмарăмăр: вĕрентĕмĕр, вĕрентрĕмĕр!

 

Шурӑ пурӑпа доска çине  

Теоремӑсем ҫыраттăмăр,

Хитре тикӗс почеркпа

Ҫӗнӗ темӑн ятне кăтартаттăмăр.

 

Правилӑсем ҫеҫ мар

Пире шкулта вӗрентнӗ,

Эпир ҫирӗп туслӑха хаклатпӑр,

Мӗн вĕрентнине асра тытатпăр!

 

 Пĕр эрне инçет меслечĕпе ĕçлерĕмĕр, ачасем! Парăнмарăмăр,  вĕрентĕмĕр, вĕрентрĕмĕр! Туслăха татах та ытларах хаклама пуçларăмăр! Чир хăрушлăхĕ иртсе каясса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр!

 Хальлӗхе килтен тухмастпăр!