Чăваш чĕлхипе литература эрни пырать

Йăлана кĕнĕ йĕркепе эпир ака уйăхĕнче чăваш чĕлхипе литература эрнине ирттеретпĕр. Кăçал вăл ака уйăхĕн 20-24-мĕшĕсенче пулать. Ăна инçет мелĕпе йĕркелесе пыма палăртнă. Плана кĕртнĕ мероприятисене ачасем хастар хутшăнасса шанас килет. Чи пултаруллисене эрнене пĕтĕмлетнĕ чух палăртса хăварăпăр.
Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçламăшĕнче 5-11классенче вĕренекенсем „Чĕлхе – пирĕн пуянлăх“ соцролик пăхрĕç. Роликра чăваш телевиденийĕпе радио передачисене ертсе пыракансем чăваш чĕлхи тĕнчипе чапа тухнă ентешĕмĕрсен чĕлхи пулнине, ăна хаклă пуянлăх вырăнне хурса упраса хăвармалли çинчен асăрхаттарчĕç. Чĕлхене упраса хăварас тесен вара чăвашла калаçни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе республикăра «Эпӗ чăвашла калаҫатăп» акци ирттерме палăртнă. Кун çинчен пĕлтерсе шкул ачисем патне çакăн пек пĕлтерÿ çитернĕ, хутшăнма йыхравланă.
Ака уйăхӗн 20-25-мӗшӗсенче «Эпӗ чăвашла калаҫатăп» акци иртет

Чăваш чӗлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вӗренӱ институчӗ ака уйăхӗн 20-25-мӗшӗсенче «Эпӗ чăвашла калаҫатăп» акци ирттерет. Акцие чăвашла калаҫакан кирек кам та хутшăнма пултарать: чăваш чӗлхи ҫинчен сăвă вуласа видео ҫине ҫырса илмелле те #эпӗчăвашлакалаҫатăп хештегпа Интернетри хутшăну cӗтелӗсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла.