„Çамрăк куçаруçă“ конкурс иртрĕ
Шкул ÿсĕмĕнче ачасем тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ. Ыттисемпе тупăшса кашни хăйĕн вăйне хаклама пултарать, тепрере вара çитменлĕхĕсене те асăрхать. Ăмăрту вĕренекенсене хавхалантарать, вĕренес туртăма çĕклет, çавăнпа вĕсем кун пек ĕçсене хаваспах хутшăнаççĕ. Акă чăваш чĕлхине халалласа Апашри вăтам шкулта „Çамрăк куçаруçă“ конкурс иртрĕ. Кунта 8-мĕш класра ăс пухакансем хутшăнчĕç. Вĕсем Геннадий Волков çырнă „Тăван чĕлхемĕрçĕм“ текста вырăсла куçарчĕç. Куçару ĕçĕ çăмăлах мар пулин те ачасем тăрăшса ĕçлени курăнчĕ. Нумайăшĕн ĕçĕсем аван пулни чунтанах савăнтарчĕ.
Д. Алексеева, Н. Ильина, Т. Федорова, М. Казаков, Р. Данилов, Т. Седов çамрăк куçаруçăсене ăста теме те пулать. Уроксенче куçару ĕçĕсем ирттерни усăллă пулни куç кĕрет.
Тăван чĕлхемĕрçĕм
Тăван чĕлхемĕрçĕм... Ку сăмахсене кирек кам та хăйĕн пĕтĕм юратăвне, чĕрери туйăмне пĕрле пуçтарса калать. Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: мĕнле тарăн пĕлтерĕшлĕ çак икĕ сăмах!
Çапла, чĕререн юратса пĕр тăвансем амăшне аннемĕрçĕм теççĕ. Тăван чĕлхе те пĕр халăхăн тăван ачисемшĕн чи çывăххи, Тăван çĕр-шыва ас тутарса тăраканни.Çавăнпа та-и, тен, ют çĕрте тăван сăмахсене илтсен чĕре хăвăрттăн тапма пуçлать.
Тăван чĕлхе – вăл тăван халăхăн нихçан та иксĕлми ăс-тăнлă çăл куçĕ. Çак çăл куçран тумламăн-туламăн эир мĕн ачаранпах вăй илсе ÿсетпĕр. Унта – Тăван çĕр-шывăн сенкер пĕлĕчĕ, уçă сывлăшĕ, аслати-çиçĕмĕ, хирĕ-уйĕ, улăхĕ-çаранĕ, тăвĕ-сăрчĕ. Пурнăçра ăру хыççăн ăру иртет, вĕсен пурин те ăс-пуç пуянлăхĕ чĕлхере упранса юлать. Халăх юрри-сăввинче, юмах-халапĕнче, халăх сăмахлăхĕнче этемшĕн Тăван çĕр-шыв чи хакли пулни уйрăммăнах уççăн палăрса тăрать.
Ахальтен мар иккен халăх мĕн авалтанпах çамрăксене хăйсен тăван чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентнĕ. (Г. Волков)