Чи тимлĕ куракан тата итлекен

Мĕн пĕчĕкрен ача мультфильм пăхса ырăпа усала уйăрма,чăнлăхпа шухăшласа кăларнине тавçăрса илме, тавралăхри пулăмсене сăнама, ăнланма вĕренет. Çитĕннисем те хăш чухне хаваспах мультфильм тĕнчине кĕрсе ÿкеççĕ. Темиçе çул каялла мультфильмсене вырăсла кăна кураттăмăрччĕ. Халĕ хăш-пĕрисене чăвашла та курма пулать. Сăнарсем тăван чĕлхепе калаçни чуна çывăх. Таса та тĕрĕс пуплеве илтсен хăвăн та çавăн пек калаçас килет. Ачасемшĕн „Мадагаскар“,“Тинĕс кукринче“ ( „У лукоморья“) , „Йăван паттăр“ („Иван-батыр“) мультфильмсене чăвашла пăхни яланхи пек мар, паллах. Апла пулин те вĕсем сĕннĕ мультфильмсене интересленсе пăхни палăрчĕ. Тимлĕхе ÿстерме маларах панă ыйтусем те пулăшрĕç:

 - Йăван паттăр мĕнле паттăрла ĕçсем тăвать? Вăл мĕнле майпа чĕрĕлсе тăрать?

-„Мадагаскар“ мультфильмри юрăсене чăваш эстрада юрăçисенчен кам-кам юрлать?

-„Тинĕс кукринче“  чăвашла кам куçарнă?

   Ачасем  хăйсене мĕнле мультфильм, мĕншĕн килĕшнине çырса пĕлтерчĕç. Тимлĕ куракансем тата итлекенсем пур ыйтăва та тĕрĕс хуравларĕç. Чи пултаруллисен шутĕнче Алена Егорова, Наталья Иванова, Никита Иванов, Артем Игнатьев, Мария Петрова  тата Анастасия Ильина пулчĕç.