«Пĕтĕтм чăваш диктанчĕ - 2020» акци иртрĕ

 

 

Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ- 2020» акци иртрĕ. Кăçалхипе ку акци саккăрмĕш хут пулчĕ. Пирĕн шкулта вĕренекенсем акцие çулленех хастар хутшăнаççĕ, пĕтĕм чăваш халăхĕпе пĕрле диктант çырса хăйсем чăваш пулнине пĕлтереççĕтата пĕлĕвне те тĕрĕслеççĕ. Кăçал диктант çыракансем 15-ĕн пулчĕç. Шкул ачисем кашни класран тенĕ пекех хутшăнчĕç, чи активлисем вара 6-мĕшпе 8-мĕш классем пулчĕç.Унсăр пуçне акцие çемйипех хутшăнакансем пулни çинчен те палăртса хăвармалла. Апашра пурăнакан Васильева Людмила Геронтьевна 2 ачипе юнашар ларса диктант çырчĕ. Ытти çулсенче эпир пĕрле пуçтарăнса çыраттăмăр, халĕ вара кашнин хăй тĕллĕн çырмалла пулчĕ. Пĕрисем радио-телевизор, теприсем Интернетри хутшăну тетелĕсене вырнаçтарнă аудиофайлсене итлесе çырчĕç, хăйсем чăваш пулнине кăтартрĕç. Диктант çырнă 15 çынран 26,7% «5» паллă, 33.3 % «4» паллă, 40 % «3» паллă илме тивĕç пулчĕç.