Пултарулăх лаççи

 

 

     Чăваш чĕлхипе литература эрнин 4-мĕш кунне „Пултарулăх лаççи“ тесе палăртнă. Ачасенчен кашниех хăш енпе те пулин пултаруллă: пĕрисем ташлама е юрлама юратаççĕ, теприсем ÿкерме е вулама-çырма килĕштереççĕ.  Уроксенчен пушансан вĕренекенсем панă ĕçсенчен  кăмăла каяканнине суйласа илсе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Ÿкерме юратакансем кăтартнă ваттисен сăмахĕсенчен пĕрне суйласа илсе ÿкерчĕк турĕç. 5-мĕш класра вĕренекенсем Станислав Алексеев „Уй куçлă, вăрман хăлхаллă“, Артем Игнатьев „Чĕлхе Мускава çитерет“ ваттисен сăмахĕсене ÿкерсе ярса пачĕç. 6-мĕш класра ăс пухакан Алена Егорова пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вĕренекен юрра-ташша та ăста,чĕлхене тата литературăна юратни те курăнчĕ. Вăл пĕтĕмпех пĕр сас паллинчен калав çырнă. Калаври 65 сăмах пурте “к“ сас паллипе пуçланать. Унсăр пуçне чĕлхепе викторина ирттерме интереслĕ ыйтусем те хатĕрленĕ пултаруллă  хĕр ача. Çак класрах вĕренекен Костя Беляев та литературăна кăмăллать. Вăл „Тăван чĕлхе“ сăвва вуланине видео çине ÿкерсе ячĕ. 9-мĕш класри Наташа Иванова Алена Егоровăпа пĕрле чăвашла юрланине ÿкернĕ видеона ярса пачĕ.

    Чăвашсен паллă поэчĕ Петĕр Хусанкай çапла çырнă:

„Ан ÿркенĕр, ăслă пулăр,

Пĕлмелли питех нумай.

Шырăр, тупăр, çырăр, вулăр,

Çивĕчленĕр тĕрлĕ май“.

    Чăнах та, ÿркенмесен темĕн те тума пулать.