«Чĕлхе пĕлĕвĕ тата чăваш чĕлхи аталанăвĕн историйĕ» интернет олимпиада çĕнтерÿçисем

 

 

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе «Чĕлхе пĕлĕвĕ тата чăваш чĕлхи аталанăвĕн историйĕ» интернет олимпиада ирттерчĕç.

Интернет олимпиадăна Чăваш Республикин тата республика тулашĕн вĕренÿ организацийĕсенче 5-6 классенче вĕренекен 963 ача хутшăнчĕ, вĕсенчен – чăваш шкулĕн 5-6 класĕсенче вĕренекен 553 ача, вырăс шкулĕн 5-6-мĕш класĕсенче вĕренекен 410 ача. Республика тулашĕнче вĕренекен  ачасем кăçалхи олимпиадăна 47-ĕн хутшăнчĕç.

Апаш шкулĕнче вĕренекенсем те интернет олимпиадăна хаваспах хутшăнчĕç. Афанасьев Никита (5-мĕш класc) тата Иванов Никита (6-мĕш класc) олипиада çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç. Ачасене Александрова Алина Анатольевна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.

Саламлатпăр!