Мӗн пулнӑ паян класра?
Шӑп лараҫҫӗ ман туссем.
Телефонсем сумкӑра,
Хаҫат тытнӑ алӑра...
Эсӗ мантӑн-им, тусӑм?
Эрне кун ҫитрӗ паян.
Ҫӗн хаҫат килнӗ, курсам.
Лар, вула, ан пул наян.
Ҫамрӑксен хаҫачӗ,
Тыткӑна вӑл илчӗ.
Пӗр вулама тытӑнсан,
Хӑпаймастӑн хаҫатран.
Яланхи рубрикӑсем:
"Сире валли" - ку мана валли !
"Чӑнах-и?" - чӑнах вулам-и?
"Эрне кунран эрне куна" -
Кайӗ ку мана чуна!
"Кулса вилмелле"-
вӑт ку тӗлӗнмелле!
сканворд - мана валли во!
"Пӑшӑл-пӑшӑл"- пултӑр хамӑр хушӑра.
"Юратупа наркӑмӑш" - парӗ пире ӑслӑ канаш.
"Ыйтӑр, тухтӑр хуравлать" -
мӗнле сывӑ пулмалла, ковидран хӑтӑлмалла.
Ҫамрӑксен хаҫатне вулӑр.
Тавракурӑма анлатӑр.
Пирӗнпе пулма ан манӑр.
Шутлӑр, кулӑр, ан тунсӑхлӑр
Тавҫӑруллӑ, туслӑ пулӑр.
Ялан ҫамрӑк юлӑпӑр,
Ташлӑпӑр та юрлӑпӑр,
Хаҫатпа пӗрле пулӑпӑр,
Кичем нихҫан пулмӑпӑр!
Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Çамрăксен хаçачĕ» тухма пуçланăранпа 95 çул çитнĕ май...
#ҪамрӑксенХаҫатнеЮратса
Шупашкар районӗ, Апаш шкулĕ, 6-мĕш класс