Чĕвĕлти чĕкеç – 2021

Паян, нарăсăн 5-мĕшĕнче, чăваш чĕлхин Пĕтĕм Раççейри  „Чĕвĕлти чĕкеç“ вăйă конкурсĕ пуçланчĕ. Кăçал ăна нарăсăн 5-7-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Ку вăййа 2-11-мĕш классенче вĕренекенсем, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнма пултараççĕ.

Конкурс ĕçĕсене ачасем килте тăваççĕ. Ыйту хуравĕсене шыранă чух тĕрлĕ информаци хатĕрĕсемпе усă курма юрать: словарьсемпе, энциклопедисемпе, наукăпа илемлĕ литература тексчĕсемпе, интернетпа. Унсăр пуçне тăвансемпе юлташсенчен пулăшу ыйтма пулать.

Пирĕн шкулта вĕренекенсем кашни çулах хăйсем тăван чĕлхене мĕнле пĕлнине тĕрĕслеççĕ. Кăсăк та шÿтлĕ ыйтусем ачасен пуплев культурине, тавракурăма ÿстерме пулăшаççĕ; ваттисен сăмахĕсемпе, тупмалли юмахсемпе, фразеологизмсемпе ĕçлеме хăнăхни шухăшлава аталантарать, чĕлхе илемне туйма вĕрентет.

Конкурса хутшăнма кăмăл тунă 27 вĕренекене тата 5 вĕрентекене ăнăçу сунас килет!