„Чăваш чĕлхи“ фильм

„Чăваш чĕлхи“ фильм

 

     Чăваш чĕлхипе литература эрни пынă май паян, ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Апашри вăтам шкулта Виктор Чугаров режиссерпа тата Айпикепе тĕл пулу иртрĕ. Хăнасене кĕтсе илнĕ хыççăн 7-мĕш класра вĕренекнсем Апашри паллă вырăнсем тата Апаш культури çинчен кĕскен каласа пачĕç. Аслăрах классенче вĕренекенсемпе чĕлхе вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ çинчен калаçу пулчĕ. Ачасемшĕн чăвашсен паллă çыннисем тăван чĕлхене мĕнле хаклани те кăсăклă пулчĕ. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Алена Е. чĕлхене  юратма, упрама вĕрентекен сăвă илемлĕ вуларĕ, чунра ăшă туйăм вăратрĕ. Айпике чăваш халăхĕн авалхи историйĕ çинчен каласа пачĕ, шкул библиотекине „Аваллăх чанĕ“ кĕнеке парнелерĕ, Юхма Мишшин „Древние болгаро-чуваши“ кĕнекипе паллаштарчĕ.

    Чăваш чĕлхин илемĕпе, янăравлăхĕпе киленчĕç „Чăваш чĕлхи“ фильм куракансем. Чĕрĕ калаçу урлă  сăнарсен кăмăл-туйăмĕ, хавхаланăвĕ, савăнăçĕ палăрать. Тăван чĕлхе мĕн тери паха пулнине çын çуралнă çĕртен аякра чухне ытларах туйса илет, унсăр тунсăхлать. Чĕлхе пулăшнипе эпир пĕр-пĕринпе калаçса чуна уçатпăр, пуянлататпăр.  Тĕлĕнмелле хăват пур чĕлхен. Çакна ăнлансан çын хăй чĕлхине хисеплеме, упрама, аталантарма тăрăшать.

  Халăха тытса тăраканни вăл – чĕлхе. Тăван халăх малашлăхĕ – пирĕн ачасенче. „Аçу-аннÿ чĕлхипе эсĕ, сан чĕлхÿпе ачу, ачу чĕлхипе мăнуку калаçсан чĕлхÿ йĕрĕ çухалмĕ, сыпăкран сыпăка, ăруран ăрăва тăсăлса пырĕ“, -тенĕ М. Р. Федотов. Апла пулсан, вĕренесчĕ анне чĕлхине, калаçасчĕ чăвашла!

   Тĕл пулу кăмăллă иртрĕ. Хăнасене тав сăмахĕ калатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр. Виктор Чугаров режиссера ачасенче чăвашлăх туйăмне вăратнăшăн, аталантарма пулăшнăшăн тав тăватпăр.