«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ ‒ 2023» акци иртрĕ

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ ‒ 2023» акци иртрĕ

Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, Раҫҫей Федерацийӗн педагогпа ӑс паруҫӑ ҫулталӑкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» вӗренӱ акцийĕ иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

Пирĕн шкултан ку акцие кăçал 21 ача хутшăнчĕ, чăвашла мĕнле çырма пултарнине тĕрĕслерĕ. Диктант тексчĕ Юхма Мишши Иван Яковлевич Яковлев çинчен çырнисем тăрăх пулчĕ. Вĕренекенсенчен 3-шĕ диктант çырнишĕн „5“ паллă, 6-шĕ „4“ паллă илчĕ. Акцие хутшăннă ачасене саламлатпăр, малашне те хастар пулма сĕнетпĕр.