Интернет олимпиада çĕнтерÿçисене саламлатпăр

Интернет олимпиада çĕнтерÿçисене саламлатпăр

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе кăсăклантарас, ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе  интернет олимпиада ирттерчĕ.

Олимпиадăна Чăваш Республикин тата республика тулашĕнчи вĕренÿ организацийĕсен 5–11 класĕсенче вĕренекен пилĕк çĕр ытла ача хутшăннă, çав шутра – республика тулашĕнчен – 20 ача. Пирĕн шкулта вĕренекен ачасем те олимпиадăна хутшăнчĕç. 10-мĕш класра вĕренекен Алена Егорова тата 7-мĕш класра вĕренекен Елена Владимирова çĕнтерÿçĕсен шутĕнче.