Пĕтĕм тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ

Пĕтĕм тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ

 Пĕтĕм тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКО Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ. Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулта нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă. Тĕллевĕ — чĕлхе тата культурăн нумай енлĕхне сыхласа хăварасси. Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни Бангладешāн тӗп хулинче 1952 ҫулта тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗр-шывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ. ЮНЕСКО шучĕпе тĕнчери 6 пине яхăн чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать. Пире, чăвашсене, паллах, тăван чĕлхе шăпи шухăшлаттарать.
Апашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Тăван чĕлхе кунне халалласа тĕрлĕ ĕç иртрĕ. 5-мĕш класра вĕренекенсем „Çухалнă чĕлхесен патшалăхĕ“ фильм пăхса сÿтсе яврĕç, хаклав çырчĕç. 6-мĕш класра вĕрнекенсем «Анимационная студия „Пилот“ Александра Татарского» пĕрлешÿ хатĕрленĕ „Гора самоцветов“ ярăмăн чăвашла куçарнă вырăс халăхĕн „Ăслă хĕр“, беларуç халăхĕн „Улпут лаша пулни пирки“ юмахĕсене курчĕç, килĕшнĕ юмаха хакласа çырчĕç. Аслă классенче вĕренекенсем „Чи илемлĕ чĕлхе“ сочинени çырчĕç. Конкурсра 11-мĕш класра вĕренекен Валерия Николаева çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Евгений Тимофеев, Рудольф Михайлов, Алена Егорова сочиненийĕсем те аван пулнине палăртмалла.
Нарăсăн 20-мĕшĕнче акт залĕнче чăваш халăх писателĕпе Юхма Мишшипе тĕл пулу иртрĕ. 7-11-мĕш классенче вĕрнекенсем çыравçă кĕнекисемпе паллашрĕç, каласа панине итлерĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пачĕç. Паллă çыравçă чăваш халăхĕн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, шкул библиотекине кĕнекесем парнелерĕ. Ку тĕл пулу ачасен асĕнче нумайлăха юлĕ.
Нарăсăн 21-мĕшĕнче классенче «Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ» калаçу, класс сехечĕсем иртрĕç. 7-мĕш класра вĕренекен Юлия Васильева тата Юлия Григорьева республикăра иртекен „Эпĕ тăван чĕлхепе калаçатăп“ акцие хутшăнчĕç.
Тăван чĕлхе – атте-анне чĕлхи. Вăл пире ăрусен хушшинчи çыхăнăва тытса пыма, тĕнчере хамăр вырăна тупма пулăшать. Тăван анне чĕлхине упрар, кашни кунах унпа усă курар – вăл нихçан та янăрама ан пăрахтăр! Унăн пуласлăхĕ – пирĕн алăра.
А.А. Александрова