Апаш шкулне паян ятарласа ачасемпе тӗл пулма чӑвашсен паллӑ сӑвӑҫи, журналисчӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ АЛЬБИНА ЮРАТУ килсе кайрӗ. Вӑл чӑвашлӑха мӗнле упраса пурӑнмалли ҫинчен ачасене уҫӑмлӑн та кӑсӑклӑ каласа кӑтартрӗ. Хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Ачасене хӑюллӑ пулма, лайӑх вӗренме хушса хӑварчӗ.